Автономное учреждение
«Централизованная клубная система»

Комсомольского муниципального округа Чувашской Республики
logo

Информационный час «Помним, вспомним»

#ВолонтерыПобеды
#ВОВбезсрокадавности
#Помнимвспомним
Как всегда, тыловики собрались на очередное вязание масксети. Сегодня к ним присоединился старожил села, тыловик ВОВ, дитя войны Андреев Александр Ильич. 93 -летний Ветеран не только активно помогал в вязании масксети, но и рассказал, как во время войны народ помогал фронту, как дети вручную сеяли зерно, а полученный урожай без остатка отправили на войну. Собирали и деньги на покупку танка и самолета. Вспоминая те страшные годы, говорили о геноциде советского народа фашистами и их пособниками в годы Великой Отечественной войны. “Сегодняшний нацизм совершает те же страшные поступки, мы должны быть сильными 💪и вместе в единении🇷🇺противостоять геноциду”,-подитожили тыловики. 🇷🇺
🇷🇺🇷🇺
Ытти кунсенчи пекех, палӑртнӑ вӑхӑтра, Тукай клубӗ масксеть ҫыхма килекен тыл ӗҫченӗсемпе тулчӗ. Часах пусма татӑкӗсем пӗрин- хыҫҫӑн тепри сеть тетӗлне ҫыхӑнса пырса курӑк тӗслӗ кавир туса хучӗҫ. Паян ҫак сӑваплӑ ӗҫе ялти ватӑ, Аслӑ Аттемӗр вӑрҫин тыл ӗҫченӗ, вӑрҫӑ ачи Андреев Александр Ильич та хутшӑнчӗ. 93 ҫулти Ветеран пулӑшу кӳнисӗр пуҫне иртнӗ вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи тылри пурнӑҫ ҫинчен, ял халӑхӗ танк, самолет илме укҫа пуҫтарнӑ пирки каларӗ. Ҫамрӑк ачасем тырра алӑпа сапса акнине, кайран мӗн пур туса илнӗ тырра фронта янине чуна пырса тивмелле каласа пачӗ. Ҫав хушӑра сеть ҫыхакансене кашни асаилӳ саманчӗ кӑсӑклантарчӗ, ыйту хыҫҫӑн ыйту пачӗҫ Александр Ильича. Фашизм ирсӗрлӗхне те аса илмесӗр хӑвармарӑмӑр, паянхи нацистсем ҫав ҫулпах пынине палӑртрӑмӑр. Тавах, Александр Ильич, нумай- нумай ҫул сывлӑхпа пурӑнма сунатпӑр сире. Асаилӳ ҫӑмхине малалла та ҫывӑх вӑхӑтра сӳтме палӑртрӑмӑр. Масксеть ҫыхма тухакансене вара питӗ пысӑк Тав сӑмахӗ калатӑп🙏💯