Автономное учреждение
«Централизованная клубная система»

Комсомольского муниципального округа Чувашской Республики
logo

Галина Симакова, Комсомольски округӗнчи Шурутри культурӑ ҫурчӗн ӗҫченӗ, ,,Ҫамрӑксен хаҫачӗ” “Поэзи баттлне” хутшӑнтӑм.

Эпе, Галина Симакова, Комсомольски округӗнчи Шурутри культурӑ ҫурчӗн ӗҫченӗ, ,,Ҫамрӑксен хаҫачӗ” кӑларӑмӑ питӗ юратса вулатӑп,кашни ҫулах ӑна ҫырӑнса илетӗп. Пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗнче ҫак кӑларӑм йӗркеленипе эпӗ “Поэзи баттлне” хутшӑнтӑм. Чӑваш чӗлхине юратакан, сӑвӑ вулама тата вӗренме ӑста тӗрлӗ ҫулхи ҫынсене пухнӑ ҫак тупӑшу. Хисеплӗ те сумлӑ жюри членӗсем , курма килнисем кашни хутшӑнаканӑн сӑввисене тӑвӑллӑн алӑ ҫупса йышӑнчӗҫ, хавхалантарса пычӗҫ. Эпӗ хамӑр ентешсен – Марионелла Николаевна Тимофеевӑн (Мария Каҫалсен) тата Валерий Туркай ҫырнӑ сӑвӑсене суйласа илтӗм, пилӗк тапхӑрлӑ тупӑшура тӑватӑ этапран тухма пултартӑм. Пӗрремӗш хут хутшӑнса ку маншӑн начар мар ҫитӗнӳ пулчӗ. Поэзи баттлне хутшанса эпӗ ҫӗнӗ туссем тупрӑм, ытти ҫынсен пултаруллӑхне курса вӗсенчен вӗренмелли маншӑн нумай пулчӗ. “Ҫамрӑксен хаҫачӗ” кӑларӑмӑн ӗҫченӗсене участниксене хапӑл туса кӗтсе илнӗшӗн, ӑшӑ, хаваслӑ туйӑм парнеленӗшӗн чун-чӗререн тав тӑватӑп, ҫирӗп сывлӑх, телей, ӑнӑҫу сунатӑп. Манӑн ҫитес ҫул та мӑнукпа пӗрле сак тупӑшӑва хутшӑнас кӑмӑл ҫуралчӗ.