Автономное учреждение
«Централизованная клубная система»

Комсомольского муниципального округа Чувашской Республики
logo

Раштав уйăхĕн 16-мĕшĕнче Шупашкар хулинче «Раҫҫей чăваш пики – 2023» конкурс иртрĕ

Раштав уйăхĕн 16-мĕшĕнче Шупашкар хулинче «Раҫҫей чăваш пики – 2023» конкурс иртрĕ. Конкурса тӗрлӗ регионсенчен тата Чӑваш Енри муниципаллӑ окрусенчен 18 хĕр хутшăнчĕ.

Комсомольски округĕн чысне Анастасия Мазурова хӳтĕлерē (хатēрлекенē Йāлмахва культурa çyрчēн пултаруллāх ертуçи Смирнова Руфина Васильевна).
Ҫăмăл мар ăмăртура Анастасия «Куракансем кăмăллакан пике» номинацине ҫĕнсе илчĕ.
Вăл пур енĕпе те питĕ пултаруллă та маттур пулчĕ: чăваш апат – ҫимĕҫĕ ҫинчен тĕплĕн каласа пачĕ, хăйĕнпе паллаштарнă (визитка), ыйтусене хурав панă чух та, творчество конкурсĕнче те хăйне лайăх енчен кăна кăтартма пултарчĕ.

Маттур хĕрĕн амăшĕ, Ирина Ивановна Смирнова, Йăлмахва ялĕнче ҫуралса ӳснĕ. Халĕ тăван ялта Настьăн кукамăшĕпе кукашшĕ тата тăванĕсем пурăнаҫҫĕ. Хай вара Ҫĕнĕ Шупашкарти кадетсен лицейĕнче 10-мĕш класра вĕренет, вĕренӳре питĕ аван ĕлкĕрсе пырать. Шкул президенчĕ пулса тăрăшать. Вăл – Чăваш Республикин пуҫлăхĕн стипендиачĕ.

Настя пултаруллă, тӑрӑшуллӑ, пуян чун-чӗреллӗ, ырӑ кӑмӑллӑ, ӑшӑ кулӑллӑ, тарават, илемлӗ те сапӑр пике. Мĕн пĕчĕкрен юрлама, ташлама юратать. Вăл 3-мĕш класранпах «Химки» культура ҫӳрчĕ ҫумĕнчи «Шевле» ушкăна юрлама ҫӳрет, паллă юрăҫсемпе концертсене хутшăнать, хăйĕн пултаруллăхĕпе куракансене савăнтарать.

Унăн пултаруллăхне куракансем хаклани, пирĕн пикене кăмăллани пуринчен те хаклăрах, мĕншĕн тесен ăмăртăва хутшăнакансене чи малтан вĕсем хак параҫҫĕ.

Конкурс-ӑмӑртусене хутшӑнни вӑй-хала ҫирӗплетет, пултарулӑхпа ӑсталӑха, хастарлӑха ӳстерет. Пултарулӑх “картлашкипе” ҫӳлерех хӑпарма пулӑшать.

Настьăна илемлӗ, чаплӑ уявра хутшӑнса ӑсталӑхне кӑтартнӑшӑн ӑшшӑн саламлатпӑр. Каҫал ен чысне тивӗҫлӗ хӳтӗленӗшӗн чунтанах тав тӑватпӑр. Вӗренӳре пысӑк ҫитӗнӳсем туса пыма, юрӑ-кӗвӗ ӑсталӑхне алла илме, хӑйӗн пултарулӑхӗпе ҫынсене савӑнтарса тӑма ырлӑх-сывлӑх, телей те ӑнӑҫу сунатпӑр.