Автономное учреждение
«Централизованная клубная система»

Комсомольского муниципального округа Чувашской Республики
logo

Культура ӗçченӗсем Йӳç-Шӑхаль ялӗнчи культура çуртӗнче чылай çул ӗçленӗ Людмила Козлова патӗнче хӑнара пулчӗç.

Культура ӗçченӗсем Йӳç-Шӑхаль ялӗнчи культура çуртӗнче чылай çул ӗçленӗ Людмила  Козлова патӗнче хӑнара пулчӗç.

Культура пайӗнче нумай çул ӗçлесе тивӗçлӗ канӑва тухнӑ Зинаида Мельникова, культура ветарнӗсен совечӗн председателӗ Елена Александрова тата районти культура ӗçченӗсен профсоюзӗн председателӗ Валентина Тимофеева Людмила Степановнӑна уяв ячӗпе ӑшшӑн саламларӗç, асӑнмаллӑх парне парнелерӗç.

Йывӑр чире пула Людмила Степановна килтен тухса çӳреймест. Анчах та вӑл пӗрех алӑ усса лармасть, алмаз тӗрри тӗрлет. Вӗсен килӗнче стенасем çинче пӗтӗмпех Людмила Степановна тӗрленӗ картинӑсем çакӑнса тӑраççӗ.

Хисеплӗ Людмила Степановна! Сире малалла та илемлӗ тӗрӗсем тӗрлесе халӑха савӑнтарма ырлӑх – сывлӑх, вӑрӑм ӗмӗр  сунатпӑр.