Автономное учреждение
«Централизованная клубная система»

Комсомольского муниципального округа Чувашской Республики
logo

Кĕçĕн Çĕрпÿел ялĕнчи культура ҫурчĕн ĕçченĕсем юбилярсене саламласа çепĕç юрă-кĕвĕ шăрантарчĕç

Аслă ăрури ҫынсене сумлă ҫавра ҫулсемпе саламласси Аслă Ҫĕрпӳел ял тăрăхĕнче йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Ҫак иртнĕ кунсенче кăна икĕ сумлă ватă 95 ҫула хыҫа хăварчĕҫ.
Вĕсенчен пĕри Тутар Йăвашкел ялĕнче пурăнакан Алимова Алиабену Айнетдиновна.
Али аппа Патăрьел районĕнчи Хирти Пикшик ялĕнче ҫуралса ÿснĕ. Аслă вăрçăн хаяр çулĕсенче аслисемпе тан ир пуçласа сĕм çĕрлеччен хирте тăрăшнă, вăрманне те пайтах каснă, çĕнтерĕве çывхартма пулăшнă. Вăрçă хыççăнхи çулсенче те çамрăк хĕр тăван ялти юхăннă хуçалăха ура çине тăратассишĕн пайтах тăрăшнă.
1953 çулта Тутар Йăвашкел каччипе Алимов Абдул-Борис Алимовичпа çемье çавăрса 2 ывăлпа виçĕ хĕр пăхса ÿстернĕ.
Али аппа мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех «Красный Октябрь» колхозра пахча-çимĕç бригадинче тăрăшнă, кулленхи ĕçре ырă ята тивĕçнĕ. Ĕçри хастарлăхшăн ăна медальсем, Хисеп хучĕсем парса чыс тунă, ĕç ветеранĕ ята тивĕçнĕ. Вăрçă вăхăтĕнче тылра ырми-канми ĕçленĕшĕн Али аппана 1946 çулта медаль парса чысланă, юбилей медалĕсем те чылай унăн.
Паянхи кун Али аппа ывăлĕн çемйипе пурăнать. Ăшпиллĕ те тарават кукамай-асаннене 13 мăнук тата вĕсен 9 ачи куç тулли савăнтараççĕ.
«Ачалăхăм вăрçăн йывăр çулĕсенче иртрĕ, тăраниччен çисе кураймарăмăр. Çăва тухсан вĕлтĕрен яшки нумай çинĕ, çавăнпа нумай пурăнтăм пуль», – куççульпе аса илет иртнĕ йывăр вăхăта ветеран. – Çак çула çитсе те чирлесе больницăра выртса курман. Ачасем йĕркеллĕ ÿссе çитĕнчĕç, мăнуксем те ытарайми, вĕсемшĕн савăнатăп, пурнăҫ лайăх, пурăнасчĕ-ха».
Тепĕр ватă – Медведева Татьяна Евгеньевна, сентябрĕн 2-мĕшĕнче 95 ҫул тултарчĕ.
Татьяна Евгеньевна Кĕҫĕн Ҫĕрпӳел ялĕнче йышлă ҫемьере ҫуралса ÿснĕ. Ачалăхĕ вăрҫăн йывăр ҫулĕсене лекнĕ. 7 класс пĕтерме кăна тӳр килнĕ.
«Шкулта аван вĕреннĕ эпĕ, питĕ малалла вĕренсе учитель пуласшăнччĕ. Анчах та икĕ тетене вăрҫа илсе кайрĕҫ, манăн вара чирлĕ аттепе аннене пăхмалла пулчĕ», – аса илет иртнĕ вăхăта Татюк аппа.
Татьяна вăрçăн йывăр çулĕсенче аслисемпе тан ир пуçласа каçчен хирте тăрăшнă, сухаланă, тырă акнă, ăна вырса пуçтарнă, хĕллехи вăхăтсенче вăрман касма нумай ҫӳренĕ, вырăнти аслă ҫула тунă ҫĕрте те хутшăннă.
Пур ҫӗрте те маттур пикене Кĕҫĕн Ҫĕрпӳел каччи Тит Медведев куҫ хывать, 1953-мĕш ҫулта ҫамрăксем мăшăрланаҫҫĕ. Ĕмĕр тăршшĕпех Татюк аппа «Красный Отябрь» колхозăн бригадинче малтанхи вăхăтра звеньевой пулса, кайран мĕн пенсие тухичченех бригадăра тĕрлĕ ĕҫсенче тăрăшнă.
Килĕшӳпе юратура мăшăр икĕ хĕрпе виҫĕ ывăл ҫуратса пăхса ÿстернĕ, вĕрентсе пурнăҫ ҫулĕ ҫине кăларнă. Ачисем пурте ҫемьеллĕ, ҫĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче тĕпленнĕ, тӑван киле тӑтӑш килсе ҫӳреҫҫĕ, амӑшне тĕрĕс-тĕкел пӑхса ҫитӗнтернишӗн тав тӑваҫҫӗ, яланах ӑна юратни, хисеплени ҫинчен пӗлтерме васкаҫҫӗ. Татюк аппана унсӑр пуҫне 11 мӑнукĕ тата 17 кӗҫӗн мӑнукӗ савӑнтараҫҫӗ, малалла пурӑнма вӑй-хал параҫҫӗ.
Пилĕк ача ҫуратса ӳстернĕшĕн Татьяна Евгеньевна «Амăшĕн хисеп» 2 степеньлĕ медальне, тĕрлĕрен хисеп хучĕсене, ĕç ветеранĕ ятативĕҫнĕ, Чи пĕлтерĕшли вара – Аслă вăрҫă вăхăтĕнче тылра ырми-канми ĕҫленĕшĕн панă медаль, тĕрлĕ ҫулсенче панă юбилей медалĕсем.
Паянхи кун Татюк аппа кĕҫĕн ывăлĕн ҫемйипе килĕштерсе пурăнать, вăй ҫитнĕ таран килти хуçалăхра тăрмашать, хур-кăвакал ÿстерме пулăшать, хаҫат-журнал вулать.
Ватăсене 95 çул тултарнă ятпа Комсомольски муниципаллă округĕн пай пуҫлăхĕ Мария Илларионова, Аслă Çĕрпÿел территори уйрăмĕн ертӳҫи Александр Орешкин, Комсомольски муниципаллă округ депутачĕ Александр Тихонов, вырăнти ветерансен Совечĕн председателĕ Геннадий Ракчеев ăшшăн саламларĕç, çирĕп сывлăх, çемьере килĕшÿ, канлĕ ватлăх сунчĕç парнесемпе чысларĕç. Мария Алексеевна Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн саламлă çырăвĕсене вуласа пачĕ.
Кĕçĕн Çĕрпÿел ялĕнчи культура ҫурчĕн ĕçченĕсем юбилярсене саламласа çепĕç юрă-кĕвĕ шăрантарчĕç