Автономное учреждение
«Централизованная клубная система»

Комсомольского муниципального округа Чувашской Республики
logo

Пӗтӗм Тӗнчери Чӑваш наци тумӗн «Ахах-мерчен аваллăхĕ» («Звенящая россыпь веков»)

Юпа уйăхěн 29-мěшěнче Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче Екатерина Ефремова ячӗпе иртекен Пӗтӗм Тӗнчери Чӑваш наци тумӗн «Ахах-мерчен аваллăхĕ» («Звенящая россыпь веков») III – мӗш фестивалӗ иртрě.

Уява Чăваш Республикин районěсемпе хулисенчен килнě пултарулăх ушкăнěсем тата Чěмпěрпе Самара тăрăхěсенче, Тутарстан Республикинче, чикě леш енчи Америка, Белоруси, Эстони çěршывěсенче пурăнакан ентешсем хутшăнчĕç. Пурě 300 яхăн çын…
Çулĕ аякра пулнă пирки фестивале килейменнисем, Крым, Пушкăрт тата ытти регионсенчен, хăйсен куравне экран çинче пăхса паллашма ярса пачěç.

«Ахах-мерчен аваллăхĕ» уяв тĕлĕнмелле илемлĕ те пуян иртрĕ, нумай çыншăн культура асамлăхĕ пулса тăчĕ.
Фестивалěн хисеплĕ хăнисем Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Валерий Клементьев, ЧНК вице-президенчě тата «Ырă кăмăллăх» фончěн директорě Павел Вязов, халӑх маҫтӑрĕ, Чăваш наци конгресĕ çумĕнчи халăх ăстисен Ассоциацийĕн ертÿçи Зинаида Воронова, ЧНК культура комитечĕн ертӳçи Вера Архипова тата ыттисем те пулчěç.
Каçал тӑрӑхӗнчен те çак фестивале «Каçал» халӑх фольклор ансамблӗ анатри чӑваш юрри – ташшисемпе илем кӳчӗ.
Фойере йӗркеленӗ чӑвашсен тумӗн куравӗнче Аслӑ Каçал салинче пурӑнакан Валентина Хораськина хӑй аллипе хатӗрленӗ анатри чӑвашсен тумӗпе паллаштарчӗ. Çавӑн пекех фестивальте Маргарита Белкова, Валентина Курицына, Алевтина Смирнова, Людмила Латышова чӑваш тумӗпе дефилере хутшӑнчӗç.