Районти культура ҫурчӗн ӗҫченӗсем Хирти Сӗнтӗр ял тӑрӑхӗнче хӑнара
Районти культура ҫурчӗн ӗҫченӗсем концерт программипе ҫула тухрӗҫ.
Çурла уйӑхӗн 23-мӗшӗ, 24 – мӗшӗнче вӗсем Хирти Сӗнтӗр, Çӗнӗ Кипеҫ тата Нӗркеҫ ялӗсенчи культура ҫурчӗсенче пулчӗҫ.
Альбинӑпа Виктор Кокшинсем, Марина Волкова, Владимир Павлов , Валентина Тимофеева юрлакан юрӑсем куракансен кӑмӑлӗсене кайрӗҫ.
Куракансем артистсене тӑвӑллӑ алӑ ҫупса хавхалантарчӗҫ, тата та илемлӗ юрӑсем шӑрантарма ырлӑх-сывлӑх сунчӗҫ.