Автономное учреждение
«Централизованная клубная система»

Комсомольского муниципального округа Чувашской Республики
logo

Мария Каҫалсем пултарулăх каҫĕ иртрĕ

Çĕртме уйăхĕн 10 мĕшĕнче Хирти Мăнтăрти культура çуртĕнче Мария Каçалсем пултарулăх каçĕ иртрĕ.

Талантлă сăвăç Мария Каçалсем, чăн хушамачĕ-Тимофеева Марионелла Николаевна, Каçал тăрăхĕнчи Йăвашкел ялĕнче çуралса ÿснĕ. Кĕçĕн Çĕрпÿел вăтам шкулĕнче вĕреннĕ. И.Н.Ульянов ячĕпе хисепленекен Чăваш патшалăх университетĕнче историпе филологи факультетĕнче, чăваш чĕлхипе литература уйрăмĕнче ăс пухнă. 1984-мĕш çултанпа паянхи куна çитиччен Комсомольски районĕнчи Турхан ялĕнче пурăнать.

Мария Каçалсем Чăваш Республикин писателĕсен Союзĕн членĕ, Тăватă кĕнеке авторĕ. Чăваш халăхĕн Эмине ячĕллĕ премине илме тивĕç пулнă. М.Бархонов музыкант-композитор унăн сăввисемпе чылай юрă кĕвĕленĕ.

Пултарулăх каçне хăнасем нумай пуçтарăнчĕç. Кайнлăк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Альберт Германович Кузьмин, Комсомольски районĕнчи хĕрарăмсен пĕрлĕхĕн ертÿçи, районти тĕп вулавăш директорĕ Инна Петровна Ядрова Мария Каçалсем сăвăҫа уяв ячĕпе саламларĕҫ, Хисеп хучĕсем парса чысларĕҫ.

Мария Каçалсем ентешĕсем Кĕçĕн Çĕрпÿелĕнчи культура ĕçченĕсем Альбина Любимова, Галина Родионова, Алена Родионова сăвăçа ăшă сăмахсем каласа çирĕп сывлăх, пултарулăх ĕçĕнче пысăк çитĕнÿсем тума вăй-хăват сунса илемлĕ юрăсем парнелерĕç.

Шупашкарти 60-мĕш шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Александрова (Тимофеева) Наталья Викторовна Мария Каçалсем çырнă «Чăваш чĕлхи» сăввине илемлĕн те янравлăн каласа пачĕ, ывăлĕ Федор «Эпĕ пĕчĕк шăпăрлан» хайлава пурне те кăмăла каймалла вуларĕ.

Наталья Викторовна чăваш тĕррин ăсти те, унăн ĕҫĕсене тĕп хулара иртекен тĕрлĕ выставкăсенче курма пулать.

Кайнлăк ял тăрăхĕн «Мерчен» пултарулăх ушкăнĕ, Çĕнĕ Кипеçри Анна Можаевăпа Елена Петрова, Явăш ялĕнчи Елена Куропаткина поэтессăна сăвă каласа, юрă юрласа савăнтарчĕç.

Нĕркеçри вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Н.И.Плеткина хăйĕн вĕренекенĕсемпе пĕрле Мария Каçалсене чун-чĕререн саламларĕç, сăввисене янраттарчĕç. Хирти Мăнтăр вăтам шкулĕнче вĕренекен ачасем те уява хутшăнчĕç, ачасене валли кăларнă «Чăваш йăмри» кĕнекери сăвăсене савăнса вуларĕç.

Çавăн пекех Хирти Мантăрти чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Л.Н.Данилова, шкул çулне çитмен ачасемпе ĕçленкен О.Н.Данилова та чуна тивмелле вуларĕç Мария Каçалсем сăвиссене. «Мария Каçалсем хайлавĕсем пире Тăван çĕршыва юратма, çутçăнталăк илемне туйма, аслă ăрăва хисеплеме вĕрентеççĕ, пурнăçа хаклама хистеççĕ, юратма хавхалантараççĕ»-тĕрĕ Валентина Данилова пултарулăх каçне вĕçленĕ май.

Уяв каçĕ кăмăллă иртрĕ. Марионелла Николаевна килнĕ хăнасене хăйĕн çĕнĕ сăввисемпе паллаштарчĕ, ăшшăн тав турĕ.