Автономное учреждение
«Централизованная клубная система»

Комсомольского муниципального округа Чувашской Республики
logo

Хырай Ӗнел Культурă Ҫуртĕнче регионсен хушшинчи «Туркай вулавĕсем» 4-мĕш поэзи фестивалĕ пулса иртрĕ

Кăçалхи 2022 çул Чăваш Республикин пуçлăхĕн О. Николаев указĕпе килĕшӳллĕн чапа тухнă паллă çынсен çулĕ шутланать.
Валери Туркай – хальхи вăхатра чăвашсен чи сумлă, чи талантлă поэчĕсенчен пĕри. Ăна пирĕн Республкăра кăна мар, пысăк та аслă Раççей патшалăхĕнче пур çĕрте те пĕлеççĕ, хисеплеççĕ.
Валери Туркай – халăх поэчĕ те, общество деятелĕ те, таса чунлă, ырă кăмăллă çын та. Вăл нумай кĕнеке авторĕ. Унăн пъесисемпе чăваш театрĕсем спектакльсем лартаççĕ. Унăн сăввисемпе нумай юрă-кĕвĕ çыраççĕ.
Ҫак кунсенче Хырай Ӗнел Культурă Ҫуртĕнче регионсен хушшинчи «Туркай вулавĕсем» 4-мĕш поэзи фестивалĕ пулса иртрĕ. Фестивале пуçтарăннă шкул ачисемпе учительсене тата килнĕ хăнасене Комсомольски район администраци пуçлахĕ А.Н.Осипов, Александровка ял тăрахĕн пуçлăхĕ Л.А.Полякова тата Чăваш халăх поэчĕ Валери Туркай çывхарса килекен уявсен ячĕпе ăшшăн саламларĕç, ырлăх-сывлăх, ăнăçусем сунчĕç.
Елчĕк, Комсомольски районĕнчен килнĕ вĕренекенсемпе вĕрентекенсем Туркай сăввисене чунран янратрĕç, куракансемпе жюрисене чĕререн савăнтарчĕç.